Муркаш районӗнчи тӳре-шара ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухма васкаманнишӗн прокуратура куҫӗ тӗлне лекнӗ. Ҫӑхавпа пакунлисем патне асӑннӑ районти пӗр ҫын ҫитнӗ. Хӑйӗн ыйтӑвне тӳре-шара хуравласса кӗтсе ывӑннипе ҫакскер надзор органне хӳтӗлеме ыйтнӑ.
Чӑн та, «О порядке рассмотрения обращения граждан в Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнче ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухассин йӗрки ҫинчен) федераци саккунӗн 12-мӗш статйинче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, патшалӑх органӗсен е должноҫри ҫынсен граждансем ыйтса ҫырнине 30 кунта хуравламалла. Муркаш район прокуратурин тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ тӗслӗхри ҫын ҫырупа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче район администрацине кайнӑ. Анчах ӑна авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑна хуравланӑ.
Кӑлтӑкшӑн райадминистраци пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Муркашри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Алена Кроликова 30 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ. Укҫана РФ Вӗренӳ министерствин кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ.
«О присуждении в 2016 году премий для поддержки талантливой молодежи» (чӑв. Пултаруллӑ ҫамрӑксене преми пама 2016 ҫулта ҫирӗплетесси ҫинчен) хушури хушаматсен йышне лекме Аленӑна Чӑваш Енри ҫамрӑк армеецсен IV спартакиадинче уйрӑм зачетра ҫӗнтерни пулӑшнӑ. Кунта хӗрачана пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене вӗрентекен Владимир Львов преподаватель тӳпине те палӑртмалла. Алена — «Родина» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв) юхӑм пайташӗ те.
Чӑваш Енрен премие 8 ача тивӗҫнӗ: Шупашкартан — тӑваттӑн, Шупашкар, Шупашкар, Патӑрьел, Вӑрмар районӗсенчен — пӗрер.
Ӗнер Муркашри вӑтам шкулта Ача-пӑчапа ҫамрӑксен «ЮНАРМИЯ» пӗтӗм Раҫҫейри ҫарпа-патриот юхӑмӗн вырӑнти уйрӑмне йӗркелессипе пуху иртнӗ.
Уйрӑмӑн штабне «ДОСААФ» организацин вырӑнти ертӳҫи Владимир Львов, Раҫҫейӗн Пенсионерсен пӗрлешӗвӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Скворцов, республикӑн ҫар ӗҫ комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗнчи ҫар ӗҫ комиссарӗ Владимир Казаков, райадминистрацин специалисчӗ Анюта Архипова, Москакассинчи шкулӗнчи преподаватель-йӗркелӳҫӗ Юрий Иванов кӗнӗ.
Ҫамрӑк армеецсен юхӑмне РФ Хӳтӗлев министерстви пуҫарнипе тата РФ Президенчӗ ырланипе йӗркеленӗ. Пӗрлешӳ ачасене историпе тата географипе, тӑван халӑх тата унӑн паттӑрӗсемпе кӑсӑклантарма пулӑшас тӗллевӗллӗ. Мемориалсемпе палӑксене тирпейлесе тӑрассине те ҫамрӑк армеецсем хӑйсем ҫине илмелле.
Ку эрнере пӑр ҫинчен миҫе пулӑҫа ҫӑлнӑ-ши? Ку — виҫҫӗмӗш тӗслӗх. Паян Муркаш районӗнчи Шомик ҫывӑхӗнче ИӖМ ӗҫченӗсем виҫӗ арҫынна пӑр ҫинчен ҫӑлнӑ.
Пӑр катӑлса Атӑл тӑрӑх юхса кайнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл пулӑҫсене те илнӗ. Пӑр катӑкӗ ҫыранран 400 метр инҫӗше ҫитнӗ.
Инкеке лекнӗ пулӑҫсене ҫӑлавҫӑсем хӑвӑрт ҫӑлнӑ. 13 сехет те 15 минутра вӗсене ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Пулӑҫсем пурте — Шупашкарта пурӑнакансем, 28-29 ҫулсенчи арҫынсем. Вӗсем медпулӑшу илме хирӗҫленӗ.
Аса илтерер: чӳкӗн 17-мӗшӗнче тӑватӑ ҫынна Мари Эл енне пӑр илсе кайнӑ. Иртнӗ вырсарникун вара Муркаш районӗнче тӳрех 12 ҫынна ҫӑлнӑ.
Шупрашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулӗнче парабадминтон енӗпе Чӑваш Ен чемпионачӗ иртнӗ. Чемпион титулӗшӗн Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Муркаш районӗнчи 22 спортсмен тупӑшнӑ.
Чемпион ятне тивӗҫӗссишӗн Юрий Степановпа Павел Попов хушшинче уйрӑмах ҫивӗч кӗрешӳ пулнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — Европа шайӗнчи бронза чемпионӗсем. Парабадминтонистсен унчченхи ӑмӑртӑвӗ Голландинче юпа уйӑхӗнче иртнӗ. Ҫапах та Юрий Степанов пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн Муркаш районӗнчи Илья Паргеевпа Алексей Ефимов тупӑшнӑ. Илья вӑйлӑрах пулнӑ.
Мӑшӑрлӑн та тупӑшнӑ. Юрий Степановпа Павел Попов Илья Паргеевпа Алексей Ефимовпа ӑмӑртса Муркаш район арҫыннисене ҫӗнтернӗ. Вӗсене кашнинех парнесемпе тата Хисеп грамотисемпе чысланӑ.
Муркаш районӗнчи Москакассинче пурӑнакан Неонила Белова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл халӗ 10 мӑнукпа, вӗсен 12 ачипе, 2 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Ҫулӗсем самай пулин те кинемей шӳтсене ӑнланать, хастар пулма тӑрӑшать. Юбиляр уявне ҫемйипе паллӑ тунӑ.
Ҫамрӑк чухне Неонила Степановна Шупашкарти ҫар хӳтӗлевӗн савутӗнче тӑрӑшнӑ. 1939 ҫулта вӑл ӗҫтешне качча тухнӑ.
Вӑрҫӑ пуҫлансан упӑшки Семен Федорович фронта тухса кайнӑ. Неонила Степановна килте ачапа юлнӑ. Телее, мӑшӑрӗ вӑрҫӑран сывах таврӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем йӗркеллех пурӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ.
Неонила Степановнӑна сумлӑ юбилейпе саламлама районти тӳре-шара та килнӗ. Вӗсем кинемее ҫирӗп сывлӑх ӑнӑҫу суннӑ.
Чӑваш Енре пӗр талӑкра темиҫе пушар алхаснӑ. Вӗсенчен пӗринче 18 ҫулти ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Муркаш районӗнчи Шурча ялӗнче ҫулла пурӑнмалли икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Иккӗмӗш хут йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Пӗрремӗш хутра вара, тӗпелте, газ баллонӗ сирпӗнсе кайнӑ. Ҫавна май иккӗмӗш хут урайӗ йӑтӑнса аннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 18 ҫулти каччӑн виллине тупнӑ.
Ҫав кунах Улатӑрта ҫурт ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем унтан 50 ҫулти кил хуҫине илсе тухнӑ. Ун чухне вӑл сывланӑ-ха, анчах васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен чӗри тапма пӑрахнӑ. Кайран 25 ҫулти кӳршин виллине тупнӑ. Вӑл ун патне кӑнтӑрлах хӑнана пынӑ-мӗн.
Икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе те следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Экспертсем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пируса пула тухнӑ.
Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ те кӗр енне пушшех те ун кӑмӑлне пӗлсе ҫитерме йывӑр. Республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑхра халӗ ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑрах тӑнине кура копалкӑпа та кӑлараҫҫӗ, ҫавна май пуҫтарма ҫынсене илсе тухаҫҫӗ. Хальлӗхе мӗнпур лаптӑкӑн ҫуррине кӑна кӑларма ӗлкӗрнӗ-ха. Хирте 47 комбайнпа 73 копалка ӗҫлет.
Красноармейски районӗнче вӑрлӑхшӑн ӳстернӗ куккуруса вырса тӗшӗлеме тухнӑ. Ҫак культурӑна ытти ҫӗрте те, сӑмахран, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче, акса хӑварнисем пур.
Кӗрхисене акасси те малалла пырать. Иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртнин 93,9 процентне ҫӗннӗ. Планпа пӑхнине Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче пӗтернӗ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик клубӗнче авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Ӗмӗр пӗрле пурнар-и?!» ятпа пысӑк концерт иртнӗ. Вӑл тӑрӑхри Ю. Железнова пӗлтернӗ тӑрӑх, «кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ халӑх ялти клуба васканӑ».
Концерта Мӑн Токшикри халӑх ятне тивӗҫнӗ «Тӑванлӑх» фольклор тата Тойкилтӗри «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗсем йӗркеленӗ. Программӑна «Тӑванлӑх» фольклор ушкӑнӗ пуҫланӑ. Малалла концерта «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗ тӑснӑ. Вӑл хӑйӗн программине «Чунӑмри чечек» ятпа йӗркеленӗ, ку ушкӑн репертуарӗнчи юрӑсем ытларах юрату ҫинчен пулнӑ.
Куракансен кашни юрӑҫа тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ. Юрӑҫсем вӗсене «телей, ӑнӑҫу, юрату, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул» суннӑ.
Уяв каҫне ертсе пыракан Ю. Евстафьева ертсе пынӑ.
Статистика органӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем епле пурӑннине ҫырма тухӗҫ. Ку ӗҫпе вӗсем ҫитес уйӑхра ҫине тӑрӗҫ.
Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене пур енлӗн сӑнас тӗллевлӗ специалистсем 540 ҫемье пурнӑҫӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсенчен 297-шӗ хуларисем тесе пӗлтереҫҫӗ, 243-шӗ — ялтисем.
Ҫырса ҫӳремелли хуҫалӑхсене Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче, районсенчен Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Шинерте, Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанта, Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗмре, Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра, Муркаш районӗнчи Кашмашра, Вӑрмар районӗнчи Ҫиҫтӗпере, Шупашкар районӗнчи Чаканарта, Етӗрне районӗнчи Эмеккассинче палӑртса хунӑ. Камӑн пурнӑҫ условийӗ еплине ҫынсем каланӑ тӑрӑх ҫырса хурӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |